Мускав патшалăх университечĕн Пущино хулинчи филиалĕ тата «Интеллектуал» шкул-интернат 6-9 классенче вĕренекенсем хушшинче биологипе республика тапхăрĕн олимпиадине ирттернĕ. Чăваш Енри тура 13 районти 689 ача хутшăннă, пурĕ 176 пултарулăх ĕçĕ тăратнă. Олимпиадăра 4,3 балл пухса Элĕк шкулĕнчи 6 класра вĕренекен Наташа Волкова виççĕмĕш вырăна тухнă.
Республикăра иртнĕ конкурс ĕçĕсене Мускавра пулакан биологи олимпиадине ярса параççĕ. Унăн кăтартăвĕсене çитес çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕлĕпĕр.
АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"
Источник: Газета По жизненному пути
21.11.2012 10:10