Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне Власова Нина Власовна тивĕçрĕ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне Власова Нина Власовна тивĕçрĕ
Фото: gov.cap.ru
Оригинал

Кăрлачăн 22-мĕшĕнче Тури Карачура ялĕнче пурăнакан Власова Нина Власовна хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак сумлă уявпа  Нина Власовнăна,  Элĕк район администрацийĕн верену пайĕн начальникĕ - Эдуард Николаев,  Элĕк районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов саламламларĕç, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа пачĕç, парнесем парса ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Власова Нина Власовна хăтлă та ăшă çуртра пурăнать.

Манăн анне 95 çул тултарчĕ. Вăл 1922 çулта январĕн 22-мĕшĕнче Тури Карачурара çуралнă -, каласа парать тивĕçлĕ канăва тухнă, халĕ амăшне пăхса пурăнакан хĕрĕ Альбина. -  Анне аттепе нумаях савăнса пурăнайман, вĕсем уйрăлнă. Пире анне пĕчченех çитĕнтернĕ. Питĕ йывăр самантра темĕнле йывăрлăха та чăтнă, арçынсемпе танах ырми-канми ĕçленĕ 10 çул вĕреннĕ хыçççăн, Вăрнарта ветеринар специальноçне алла илет, анчах та вăл ĕçпе ĕçлеймен анне, вăрман касма  çÿренĕ. Тăван хуçалăхра 20 çул бригадирта вăй хун ă Çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă пире ура çине тăратассишăн. Тивĕçлĕ канăва тухсассăн та, 80  çула çитичченех ĕçлесе пурăннă. Хамăр ура çине тăрсассăн çеç колхоза ĕçе тухма пăрахнă.

Шăллăм, Александр, Мускавра хăйĕн çемйипе пурăнать. Вольт вара, ачаллах, 4- мĕш класс вĕреннĕ вăхăтра пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă.

Кашни çулах выльăх - чĕрлĕх йышлă тытнăскер халĕ пирĕн пулăшусăр пĕччен пурнаймасть. Таса та ăшă пÿртре кăшăртатса çÿрет майĕпен,   - каласа парать хĕрĕ Альбина амăшĕ ĕçчен те вăр-вар пулничен тĕлĕнсе.

Нина Власовнăна халĕ икĕ мăнук тата виçĕ кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ.

Ял хуçалăхĕнче нумай  çул ырми-канми тăрăшнине Хисеп хучĕсем çирĕплетеççĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕр « Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ. «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата ытти медальсем те пирĕн юбиляр ĕçлеме ÿркенменнине  çирĕплетернĕ.

 

   

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

 
По теме
25 января ежегодно отмечается День российского студенчества. Накануне праздника делимся данными Минобрнауки России и Минпросвещения России.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани