Кашни çынра - вĕрентекен тÿпи

Фото: gov.cap.ru

Ĕнер хисеплĕ педагогсем тата пĕлÿ отраслĕн ветеранĕсем професси уявĕ ячĕпе ăшă саламсем йышăнчĕç. Районти вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсем те хăйсен уявне паллă тума Элĕкри культура çуртне пухăнчĕç. Çак кун шкулсенче уроксем кĕскерех пулчĕç, шкулчченхи вĕренÿ заведенийĕсем ача сассипе тулмарĕç пулин те кÿренекен пулмарĕ. Пурте хăйсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă чи хисеплĕ çынсене тав сăмахĕ калама васкарĕ ç .

Çак ăшă туйăм залра палăрчĕ. Уяв программи пуçланиччен педагогсем хăйсемех хатĕрленĕ сăн ÿкерчĕксен куравĕпе паллашрĕç. Шкул пурнăçĕн интереслĕ саманчĕсем çырăннă сăн ÿкерчĕксенче. Вĕсем çине пăхсан мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Пур çĕре те ĕлкĕреççĕ-çке хăйсен шăпине ачасен пурнăçĕпе çыхăнтарнă çынсем - педагогсем.

Уява пухăннă педагогсен пĕрлĕхне район пуçлăхĕ Владислав Волков , район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов , район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов , районти вĕренÿ ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Эльвира Ржанова , район прокурорĕн пулăшаканĕ Алина Большова , Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин Чăваш Республикинчи Етĕрнери уйрăмĕн председателĕ Сергей Чернов саламларĕç. Кашниех хăйĕн сăмахĕнче шкул пурнăçне, юратнă вĕрентекенĕсене аса илчĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Хаклă вĕрентекенсене тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсене саламланă май иксĕлми хавхалану, çирĕп сывлăх сунчĕç. Паллах, уяв мероприятийĕ пултаруллисене чысламасăр иртмест. Хальхинче те тĕрлĕ шайри хисепе тивĕçрĕç педагогсем. Элĕк вăтам шкулĕн хими вĕрентекенне Алина Ивановăна тата Тавăт вăтам шкулĕн вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекене Вера Федоровăна Раççей Федерацийĕн вĕренÿ тата наука министерствин Хисеп грамотипе чысларĕç. Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин Хисеп хутне Валентина Петрова (Элĕк), Светлана Алексеева (Чăваш Сурăм), Валентина Лукина (Тавăтри «Колосок» ача сачĕ) илчĕç.

Çулталăк тăршшĕпе вăй хуни уявра курăнчĕ. Сцена çине пĕрин хыççăн тепри хăпарчĕ. Район администрацийĕн тата вĕренÿ пайĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнисем те чылай пулчĕç.

Професси уявĕ ячĕпе педагогсене Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн воспитанникĕсем, вырăнти юрăçсем саламларĕç.

М.ЛЕОНТЬЕВА.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

 
По теме
Прокуратура подтвердила наличие выявленных активистами ОНФ строительны... - ОНФ в Чувашии По сообщению активистов Общероссийского народного фронта в Чувашской Республике о ненормативном состоянии западной трибуны чебоксарского стадиона «Спартак» проведена прокурорская проверка.
25.09.2018
Прокуратура подтвердила наличие выявленных активистами ОНФ строительны... - ОНФ в Чувашии По сообщению активистов Общероссийского народного фронта в Чувашской Республике о ненормативном состоянии западной трибуны чебоксарского стадиона «Спартак» проведена прокурорская проверка.
25.09.2018 ОНФ в Чувашии
КУ «Чувашупрдор»: проинспектирован ход работ на объектах дорожного строительства и ремонта - Газета Сельская Жизнь Оригинал На текущей рабочей неделе завершены работы на объекте строительства автомобильной дороги по улице Центральная и улице Лесная в д.Новое Байдеряково Яльчикского района,
25.09.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал На зимний стойловый период 2018-2019 гг. в сельхозпредприятиях района будет поставлено около 3000 голов крупного рогатого скота.
24.09.2018 Газета Сельская Жизнь
Погибших нет В Чувашии за сутки зарегистрировано пять техногенных пожаров: горели дом, баня, автомобиль, ангар.
25.09.2018 Pg21.ru Pro Город
25 сентября в галерее «Серебряный век» Национальной библиотеки Чувашской Республики состоится открытие выставки-конкурса творческих работ педагогических работников школ, дошкольных учреждений,
25.09.2018 Газета Сельская Жизнь
25000 паломников почтили великую христианскую святыню в Новочебоксарске. Раннее утро 19 сентября.
22.09.2018 Газета Грани
В российском прокате новый отечественный фильм “Временные трудности”, снятый режиссером Михаилом Расходниковым.
22.09.2018 Газета Грани
Незрячие участники Спартакиады в Церковно-историческом музее - Храм Новомучеников и Исповедников Российских 20 сентября 2018 г. Церковно-исторический музей при храме Новомучеников и исповедников Российских г. Чебоксары принимал участников Всероссийской летней спартакиады детей-инвалидов по зрению «Республика спорт».
25.09.2018 Храм Новомучеников и Исповедников Российских
28 сентября 2018 года состоится прямая телефонная лини - Министерство юстиции           28 сентября 2018 года с 10.00 до 12.00 в Управлении Министерства юстиции Российской Федерации по Чувашской Республике состоится прямая телефонная линия по вопросам осуществления контроля и надзора в сфере адвокатуры,
25.09.2018 Министерство юстиции
Энергоресурсы на стройплощадке нужно, чтобы продолжить отделочные работы в зимний период Минздрав республики начал претензионную работу в отношении «Коммунальных технологий» из-за срывов сроков подачи тепла и электроэ
25.09.2018 Интернет-газета Мой город Чебоксары
27 сентября состоится рабочая встреча Управления Федеральной антимонопольной службы по Чувашской Республике по проблемным вопросам технологического присоединения и обеспечения электрической энергией нежилых помещений в м
25.09.2018 Чувашское УФАС России
Последствия пожара в г. Новочебоксарск 24 сентября, около 11:30, произошел пожар в двухкомнатной квартире дома № 24 по улице Чапаева в Чебоксарах.
25.09.2018 МЧС Чувашской Республики