Дарья Ананьева тата Ксения Филиппова «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс фестивальрен çĕнтерÿпе таврăнчĕç

2017 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче  Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче  «Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс фестивалĕн республика тапхăрĕ иртрĕ. Конкурс фестиваль хайĕн ытамне чăваш сăвви-юррине, вăййине савакан 3-5-мĕш классенче вĕренекен пултаруллă ачасене пуçтарчĕ. Конкурса чăваш халăх поэчĕ П.П. Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине, Анне тата Атте çулталăкне халалланă. Чи пĕлтерĕшли -  уяв тăван чĕлхесен пĕтĕм тĕнче кунĕнче иртни.

Ачасем фестивале тимлĕ хатĕрленнĕ. Çакă номерсен тематикинче те, жюри умне тухнă ачасен ăсталăхĕнче те палăрчĕ. Акă «Сăвă чи ăста калакан» номинацире сăмах тăван чĕлхе, тăван çĕр-шыв, ачасене пăхса ÿстерекен анне çинчен пычĕ. Ачасем хăйсен сăввисемпе те паллаштарчĕç. Пултарулăх шайĕ уйрăмах «Чи лайăх сценка» номинацире палăрчĕ. Пуян декорации, ачасен ăста вылявĕ пурне те тыткăнларĕ. «Чи лайăх юрлакан» номинацире чăваш халăх юрри те, хальхи эстрада та янрарĕ, уйрăммăн тата ушкăнпа юрлани те пулчĕ.

«Янра, чăваш сăмахĕ» конкурс фестивале хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссех пырать. Кăçал хăйсен пултарулăхне район тапхăрĕнче çĕнтернĕ 100 ытла ача тата 17 пултарулăх ушкăнĕ кăтартрĕç.

«Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль пуриншĕн те чăннипех уяв пулчĕ, вĕренÿре те, пултарулăхра та шанăç паракан ачасем пуррине кăтартрĕ.

Çак фестивальре Элĕк район чысне Элĕкри вăтам шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Дарья Ананьева тата Элĕкри ÿнер шкулĕнче хушма пĕлÿ илекен Ксения Филиппова (ертÿçисем В.И. Терентьев, Никандрова П.М.) хÿтĕлерĕç, иккĕшĕ те хисеп грамотисемпе таврăнчĕç. Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе Дарья «Сăвă чи ăста калакан» номинацире Ю. Сементер çырнă «Пакшапа чакак» сăвва каласа 1-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕ, Ксения «Чи лайăх юрлакан» номинацире анатри чăвашсен «Çемçен пусма мĕн лайăх» ятлă хăна юррипе 2-мĕш вырăна тухрĕ.

Вĕренÿ пайĕ тăрăшуллă ачасене çĕнтерÿпе саламлать, малашне те вĕренÿре,  пултарулăх конкурсĕсенче пысăк ÿсĕмсем тума сĕнет.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Первоисточник: Аликовский район Чувашской Республики

 
По теме
На официальном сайте Минтранса Чувашии постоянно обновляется информация о выходе на межмуниципальные маршруты временных (новых перевозчиках), которые ранее обслуживал ГУП ЧР "Чувашавтотранс".
21.07.2018
 
На официальном сайте Минтранса Чувашии постоянно обновляется информация о выходе на межмуниципальные маршруты временных (новых перевозчиках), которые ранее обслуживал ГУП ЧР "Чувашавтотранс".
21.07.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал Сегодня, 20 июля, под председательством премьер-министра Чувашии Ивана Моторина состоялось заседание Правительственной комиссии по обеспечению безопасности дорожного движения в Чувашской Республике.
20.07.2018 Газета Сельская Жизнь
Минздрав Чувашии бьет тревогу: за пять месяцев этого года в республике погибли 42 ребенка, из них 24 — в возрасте до 1 года.
18.07.2018 Газета Грани
В Порецком историко-краеведческом музее и картинной галерее прошли часы искусств, посвященные первому чувашскому скульптору Илье Кудрявцеву - Газета Сельская Жизнь Оригинал К 110-летию со дня рождения одного из первых чувашских скульпторов, члена Союза художников СССР,
21.07.2018 Газета Сельская Жизнь
Недельный дайджест - Чувашский Национальный музей 25 июля , 11.00; 14.00 Мастер-класс «Синьор-помидор» (Чувашский национальный музей) 25 июля ,
20.07.2018 Чувашский Национальный музей
Россия отметила 90-летие со дня рождения великого писателя-мариниста Валентина Пикуля.
19.07.2018 Газета Чебоксарские новости
27 июля 2018 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета пройдет Межрегиональный фестиваль кулинарного искусства «Гостеприимная Чувашия», приуроченный к празднованию Дню работника торговли.
20.07.2018 Газета Сельская Жизнь
Завтра, 19 июня в 18.30, на сцене Чувашского академического драматического театра им.
18.07.2018 Газета Республика
Призвание помогать - Газета Чебоксарские новости Классическому костюму президент Международной федерации футбола Джанни Инфантино предпочел красную куртку волонтера.
21.07.2018 Газета Чебоксарские новости
Культурная афиша мероприятий на 21-22 июля! - Администрация г. Чебоксары Оригинал   Культурная афиша города Чебоксары 21 и 22 июля 2018 г.   Дата Время/Место Мероприятие 21 июля 12.00 Чебоксарский городской детский парк им.
20.07.2018 Администрация г. Чебоксары
Сегодня в администрации Чебоксарского района старт командно-штабной тренировке на территории муниципалитета дал заместитель начальника ГУ МЧС РФ по Чувашии (по антикризисному управлению) Андрей Саенко.
19.07.2018 Газета Таван Ен
Прокурор Чувашской Республики Василий Пословский принял участие в расширенном заседании коллегии МВД по Чувашской Республике - Прокуратура Сегодня, 20 июля 2018 года, прокурор Чувашской Республики Василий Пословский принял участие в расширенном заседании коллегии МВД по Чувашской Республике под председательством министра внутренних дел Чувашской Республики
20.07.2018 Прокуратура
В Чебоксарах женская консультация Городского клинического центра открылась после ремонта - Президент Чувашской Республики Оригинал 19 июля Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев осмотрел обновленные помещения женской консультации Городского клинического центра в Чебоксарах.
19.07.2018 Президент Чувашской Республики
Оригинал С 23 июля по 1 августа т.г. филиал «Марий Эл и Чувашии» Т Плюс проведет плановые ремонтные работы на тепловых сетях в Новоюжном районе г. Чебоксары.
20.07.2018 Администрация г. Чебоксары