Элĕк районĕ 90 çулхи юбилейне паллă тăвать

Фото: gov.cap.ru
Оригинал

Сентябрĕн 16-мĕшĕ Элĕк район историйĕнче паллă та пĕлтерĕшлĕ кун пулнипе çырăнса юлчĕ-тĕр. Паян эпир пысăк йышпа Элĕк Енĕн 90 çулхи юбилейне анлăн паллă турăмăр. Уява вара республика представителĕсем, кÿршĕллĕ районсен делегацийĕсем, пултарулăх коллективĕсем, алĕç ăстисем, спортсменсем тата пирĕн район ĕç-хĕлне сăнаса тăракан хăнасем йышлăн килнĕ.

Сăмах май, çут çанталăк та Элĕксене валли хăйне евĕрлĕ парне турĕ тейĕн. Хĕвеллĕ çанталăк уява килнисен кăмăл-туйăмне пушшех те çĕклерĕ.

90 çул тăхăр утас мар. Эппин, район историйĕнче темиçе ăру ĕçĕ-хĕлĕ çырăннă. Çакна тĕпе хурса унчченхи çулсенче Элĕк тăрăхĕнчи учрежденисемпе организацисенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче ертÿçĕсенче ĕçленисем район администрацийĕн акт залне пухăнчĕç. Унта килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тав турĕ. «Эсир ĕçченлĕхĕрпе, йывăрлăхран хăрамасăр малалла талпăннипе хисепе тивĕçнĕ, яланлăхах район историне кĕрсе юлнă. Паян тĕрлĕ тытăмра тăрăшакан çамрăксемшĕн эсир ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Сирĕнтен вĕренмелли сахалах мар. Пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх, çемйĕрсенче килĕшÿ сунатăп!», - терĕ Александр Николаевич. Район аталанăвне сахал мар тÿпе хывнисене асăнмалăх парнесем пачĕç.

Ун хыççăн район пуçлăхĕ Владислав Волков , район администрацийĕн  пуçлăхĕ Александр Куликов мăшăрĕпе, Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Наталия Яхатина , Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн начальникĕ - Чăваш Енри патшалăхăн тĕп инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский , Чăвашпотребсоюз Канашĕн Председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов , Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн V созывĕн депутачĕсем Николай Ванеркинпа Владимир Мидуков , районти предприятисемпе организацисен, Тени, Ехремкасси, Юнтапа ял тăрăхĕсен пултарулăх коллективĕсем купăс çеммипе «Тăванлăх юррине» юрласа Элĕкри культурăпа кану керменĕ еннелле утрĕç.

Ял тăрăхĕсенчи художество пултарулăх коллективĕсем, ача сачĕсем, районти организацисемпе предприятисем икĕ ушкăна пайланса «Бобер» магазинтан пуçласа Культура керменĕ таран тури чăвашсен илемлĕ юррине шăрантарса утрĕç. Шăпах Совет Союзĕн Геройĕн М.Е.Ефимов ячĕллĕ лапамра виçĕ ушкăн тĕл пулчĕç. Хăнасене Элĕкри искусство шкулĕн воспитанникĕсем, культура çурчĕ çумĕнчи «Топотушки» ташă ушкăнĕн артисчĕсем кĕтсе илчĕç. Ун хыççăн уява килнисем этнопарка çул тытрĕç. Ĕлĕк пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем тырă вырни, авăн çапни куç умне тухса тăчĕ. Акă теприсем салтак юррисемпе тыткăнларĕç. Хăнасем капăр кĕпер урлă каçсанах вĕсене «Тури чăвашсен культурипе йăли-йĕрки» этнопарк хапхи умĕнче пăлхар çар çыннисен театрализациленĕ çапăçăвне курса киленчĕç.

Ăçтан пуçланса кайнă-ха пирĕн Элĕк районĕ? Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем мĕн ĕçлесе пурăннă? Пирĕн район кун-çулĕ мĕнле аталанса пынă? Район юбилейне халалласа учрежденисемпе предприятисем куравсем йĕркеленĕ. Вĕсенче авалхи вăхăтран пуçласа паянхи кунчченхи кун-çула сăнласа панă. «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕ те тăван район хаçачĕ мĕнле аталанса пынине куравра кăтартса пачĕ.

Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ Владислав Волков уçрĕ. Вăл Элĕксем яланах пуçарулăхпа, тăрăшулăхпа палăрнине, йăла-йĕркене çирĕп пăхăннине палăртрĕ. Вăл 2010-2015 çулсенче район пуçлăхĕнче ĕçленĕ Владислав Дубинина «Элĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят панине пĕлтерчĕ. «Çакăн пек пысăк уявсенче эпир асаттесемпе асаннесене аса илетпĕр. Вĕсем район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Эпир - вĕсен ĕçне малалла тăсакансем», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов . Патшалăх надзорĕн начальникĕ - Чăваш Енри тĕп инженер-инспектор Сергей Вязовский Чăваш Республикин Пуçлăхĕн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Наталия Яхатина уяв пухăннисене юбилейпа саламланă май Элĕксем ырă кăмăллă та тарават, ăш пиллĕ çынсем пулнине асăнчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов , Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов , Чăваш Республикинчи муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев , Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн V созыври депутачĕсем Владимир Мидуковпа Николай Ванеркин тата кÿршĕ район представителĕсем те уяв ячĕпе саламларĕç. Район аталанăвне пысăк тÿпе хывнă ентешсене, ĕç коллективĕсене парнесемпе, Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕн коллективĕ те обществăпа политика пурнăçне вăхăтра тата туллин çутатса тăнăшăн, тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, район юбилейĕпе тата район хаçачĕ 85 çул тултарнă ятпа «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

Уява районти художество пултарулăх коллективĕсен, ача-пăча сачĕн воспитанникĕсен юрри-ташши илем кÿчĕ. Удмурт Республикинчен килнĕ «Раздолье» фольклорпа эстрада ансамблĕн пултарулăхĕ те пурне те тыткăнларĕ.

Уяв тени ача-пăчасăр мĕнле-ха. Шăп та шай ачасемпе çамрăксем Элĕк Енĕн малашлăхри тĕп шăнăрĕ. Çакна тĕпе хурса вĕсене валли «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн территорийĕнче интерактивлă лапам йĕркеленĕ. Хĕрачасемпе амăшĕсене валли хитре çивĕт тăвассипе мастер-класс ĕçлерĕ, пĕчĕккисене тĕрлĕ-тĕрлĕ сăрпа пит-куçа илемлетме те май туса панă. Çавăн пекех ташлама юратакансем валли «Штрих код» ташă ушкăнĕн те пултарулăх лаççи ĕçлерĕ.

Фоторепортаж 

Фоторепортаж1

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

 
По теме
Увеличить - Газета По жизненному пути Ĕнер хисеплĕ педагогсем тата пĕлÿ отраслĕн ветеранĕсем професси уявĕ ячĕпе ăшă саламсем йышăнчĕç.
06.10.2017
Элĕк районĕн юбилейне хаклаççĕ - Газета По жизненному пути Николай УГАСЛОВ, «Чăваш наци конгресĕ» Регионсем хушшинчи обществăлла организаци Президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ: «Элĕк районне кашни килмессерен кăмăл çĕкленет.
18.09.2017
 
Увеличить - Газета Сельская Жизнь Оригинал Слушатели чебоксарской Детской полицейской академии при столичном Дворце детско-юношеского творчества ежегодно в летний период выезжают на военно-полевые сборы в Заволжье для выявления наиболее сильных, ловких,
17.07.2018
Увеличить - Администрация г. Чебоксары Оригинал Слушатели чебоксарской Детской полицейской академии при столичном Дворце детско-юношеского творчества ежегодно в летний период выезжают на военно-полевые сборы в Заволжье для выявления наиболее сильных, ловких,
17.07.2018 Администрация г. Чебоксары
Глава Чувашии, член Правительственной комиссии по региональному развитию в Российской Федерации Михаил Игнатьев 17 июля в Доме Правительства РФ примет участие в заседании Правительственной комиссии по региональному разви
16.07.2018 Администрация Президента ЧР
Оригинал 14 июля в Асхвинском Доме культуры Канашского района состоялась торжественная церемония чествования бриллиантового юбилея супружеской жизни супругов Васильевых Михаила Васильевича и Раисы Александровны,
16.07.2018 Газета Сельская Жизнь
Оригинал Сегодня, 16 июля, заместитель Председателя Кабинета Министров Чувашской Республики – министр сельского хозяйства Сергей Артамонов провел рабочую встречу с представителями ООО «Сычуань-Чувашия агропромышленная
16.07.2018 Газета Сельская Жизнь
Пожар в г. Алатырь - МЧС Чувашской Республики Пожар в городе Алатырь За дежурные сутки в Чувашии зарегистрированы три пожара.
17.07.2018 МЧС Чувашской Республики
Рано утром 17 июля 2018 года в одноэтажном частном жилом доме, расположенном по улице 1-й Якимовский овраг в городе Чебоксары, произошло возгорание, в результате которого он полностью уничтожен огнем.
17.07.2018 Следственное управление
15 июля в садоводческом товариществе «Катрасьский» Чебоксарского района у 62-летней жительницы сгорел дачный дом, под который была оборудована металлическая будка 4*2,5 м. Жертв и пострадавших нет.
16.07.2018 Газета Таван Ен
В отделе МВД РФ по Новочебоксарску подвели итоги I полугодия 2018 года. Их “Граням” прокомментировал начальник отдела Владимир Чурбанов.
14.07.2018 Газета Грани
Делегаты 1-го республиканского съезда Общества друзей радио. 1925 г. Союзу журналистов Чувашской Республики исполнилось 95 лет.
11.07.2018 Газета Республика
Спорт для всех - Газета Чебоксарские новости Судья назначил пенальти. Разбежавшись, юный футболист изо всех сил ударил по мячу, прицелившись в правый угол ворот.
17.07.2018 Газета Чебоксарские новости
Сила с добротой - Газета Чебоксарские новости После уроков этот ученик чебоксарской гимназии № 4 спешит на каратэ. Даже на летних каникулах, когда тренер разрешает немного передохнуть, мальчишка просит отца позаниматься с ним.
17.07.2018 Газета Чебоксарские новости
На прошедшем в Челябинске чемпионате России-2018 по легкой атлетике среди лиц с ПОДА наша спортивная гордость и надежда Константин Репин завоевал титул чемпиона в беге на 400 м.
14.07.2018 Газета Грани
Увеличить - Администрация г. Чебоксары Оригинал Слушатели чебоксарской Детской полицейской академии при столичном Дворце детско-юношеского творчества ежегодно в летний период выезжают на военно-полевые сборы в Заволжье для выявления наиболее сильных, ловких,
17.07.2018 Администрация г. Чебоксары
У "Рощи" движение транспорта организовано по новому принципу. Следите за разметкой! - Администрация г. Чебоксары Оригинал Сегодня ночью в Чебоксарах на кольцевом перекрестке «Роща» нанесена новая дорожная разметка, обозначающая перекресток с нестандартной планировкой (турбо-кольцевое пересечение).
17.07.2018 Администрация г. Чебоксары
Оригинал В целях соблюдения правил благоустройства города, приведения в порядок газонов и других озелененных территорий подрядная организация ООО «Диол Групп» приступила к третьей косьбе в Ленинском районе.
17.07.2018 Администрация г. Чебоксары
По большинству адресов ведется приемка По состоянию на 16 июля в Чебоксарской агломерации в рамках федерального проекта «Безопасные и качественные дороги» дорожники ведут работы на 25 объектах.
17.07.2018 Интернет-газета Мой город Чебоксары
Подведомственное Росавтодору ФКУ «Волго-Вятскуправтодор» завершило устройство нижнего слоя покрытия в рамках капитального ремонта трехкилометрового участка (км 16 – км 19) автодороги Р-176 «Вятка» в Чебоксарском районе республики.
17.07.2018 Газета Таван Ен